Тин ҫурчӗ ҫулҫӑ вӗрене.
Черчен те ешӗл ҫулҫӑ айӗн
Шӑратрӗ хӑйӗн юррине
Кунта иленнӗ чипер кайӑк.
Ешернӗ савӑк вӑрмана
Ҫурхи хӗвел сапать сар ылтӑн;
Пуҫтарайса пӑх-ха ӑна,
Ӑҫтан хӑйса ал вӗҫҫӗн тытӑн...
Ҫӗре сирсе, чӑн чӗрӗлсе
Ҫӗкленчӗ ҫеҫпӗл тӗнчене.
Тӗлӗнмелле чечекленсе
Кӳрет вӑрманӑн илемне.
1953